ЧӐВАШ ЧӖЛХИ ЭРНИ

ЧӐВАШ ЧӖЛХИ ЭРНИ


Паян Палтайри вӑтам шкулта ЧӐВАШ ЧӖЛХИ кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ.Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи пур шкултан та чӑваш чунлӗ чи пултаруллӑ ачасем пуҫтарӑнчӗҫ уява.Палтай шкулӗнчи ачасем ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ хӑнасене.

Пӗрҫырлан культура ҫурчӗ ҫумӗнчи "Сӑр Ен" халӑх фольклор ушкӑнӗ ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва пир ҫапса, ал арманӗпе тырӑ авӑртса, кӗнчелеҫҫипе ҫип арласа пӑхма хавхалантарчӗ. Хамӑр тӑрӑхри ӗлӗкхи юрӑсемпе паллаштарчӗ."Илем" халӑх вокал ушкӑнӗ академилле юрӑсемпе тыткӑнларӗ.

Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинчи студентсен ушкӑнӗ чӑваш халӑх юррисене профессилле шайра юрларӗҫ.Ачасене чӑваш чӗлхине юратса вӗренме хавхалантарнӑшӑн,уява йӗркелесе ирттерме хастар хутшӑннӑшӑн Ольга Охтеровӑна, Юлия Першкинӑна, Вера Савельевӑна, Иван Любимова, Зоя Семеновӑна, Раиса Рыбаковӑна, Елена Максимовӑна, Вера Кирилловӑна, Галина Мурзинана чун-чӗрен тав тӑватпӑр. Ҫавӑн пекех уява ирттерме Владимир Ершовпа Сергей Сапожников - Етӗрне муниципаллӑ округӗн депутачӗсем нумай пулӑшрӗҫ.
Пурне те пысӑк тав!

Юрларӗҫ, ташларӗҫ, чӑвашла сӑвӑсем янраттарчӗҫ, чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗсене ӑша хыврӗҫ паян тӑрӑшуллӑ ачасем.

Фотогалерея